Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Финансист профессийӗ хуть хӑҫан та чи хисеплисенчен тата кирлисенчен пӗри пулнӑ. Ҫак специальноҫпа ӗҫлекен ҫынсем хӑйнеевӗр стратегилле шухӑшлавпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ енчен лайӑх лару-тӑру йӗркеленесси тата республика экономикин, ҫавӑн пекех пӗтӗм ҫӗршывӑн та, ҫирӗп аталанӑвӗ ытларах чухне эсир пӗлсе тӑвакан йышӑнусенчен килеҫҫӗ. Ача сачӗсем тума, музейсене ҫӗнетме, ҫамрӑк ӑсчах-сем валли грантсем уйӑрма тата социаллӑ службӑсене кирлӗ пек ӗҫлеме май паракан финанс никӗсне шӑпах эсир йӗркелетӗр.
Чӑваш Республикинче мӗнпур шайри бюджетсем социаллӑ тӗллевлӗхпе шайлашулӑха ҫирӗппӗн сыхласа хӑвараҫҫӗ. Ҫавна пула эпир наци проекчӗсене тата регион программисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлатпӑр. Пирӗн специалистсен тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ӗҫӗ обществӑлла укҫа-тенкӗне тытса пымалли тытӑма малалла аталантармалли тата лайӑхлатмалли ҫирӗп никӗс пулса тӑрать. Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр эпир бюджет процесӗсене тухӑҫлӑн йӗркелесе пыратпӑр.